Атӑл Тӑлмач beta

Чӑвашла
0 / 10000
Вырӑсла
 

Куҫарусене хакласа пулӑшШай: 1Опыт: 0.00Ҫӗнет

Атӑл.Тӑлмач — нейронлӑ алгоритмпа ӗҫлекен чӑвашларан вырӑсла тата вырӑсларан чӑвашла куҫаракан тӑлмач. Ӑна «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» хатӗрленӗ. Ку тӑлмач сире чӑвашларан вырӑсла тата вырӑсларан чӑвашла куҫарма пулӑшайрать. Чӑвашларан вырӑсла, е вырӑсларан чӑвашла куҫарас ӗҫе эпир май ҫитнӗ таран ҫӑмӑллатрӑмӑр — сирӗн текста кӗртмелле те пускӑч ҫине пусмалли ҫеҫ юлать. Унсӑр пуҫне сайтра куҫӑруҫӑн ӗҫне хакламалли пай та пур. Кунта та ним йывӑрри ҫук. Сирӗн чӑвашларан вырӑсла е вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ мӑшӑрсене хакласа вӗсем лайӑх я япӑх пулнине хакламалла. Ҫакӑ вара чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышне пухма май парӗ. Эсир хаклани чӑвашларан вырӑcла е вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ чухне тӑлмачӑн пахалӑхне ӳстерме пулӑшатӑр.

«Атӑл.Тӑлмач» чӑвашларан вырӑсла е вырӑсларан чӑвашла чылай чухне тивӗҫлӗ куҫарать пулин те ҫавах та ӑна лайӑхлатмалли татах та пур-ха. Ҫавӑнпа та сервис паянхи кун тӗлне beta шайра ҫеҫ ӗҫлет.

«Атӑл.Тӑлмача» чӑваш чӗлхине аталантарас енӗпе тӑрӑшакан хастарсен ушкӑнӗ хатӗрленӗ. Ку ӗҫе патшалӑх ним енчен те хутшӑнман. Пӗр-пӗр сӗнӳпе е укҫӑ-тенкӗпе пулӑшас кӑмӑл пур пулсан пирӗнпе «Ҫыхӑну» страницӑра кӑтартнӑ контактсемпе ҫыхӑнӑр.